ЮРАТНӐ АННЕÇĔМ…


ЮРАТНӐ АННЕÇĔМ…
Тăван çĕршыв, тăван ялăм,
Тăван кĕтес тăван кил,
Пысăк çемье, манăн чунăм,
Манăн пурнăç, хăвăрт çил.

Ман юратнă анне, сывă пул,
Иртет вăхăт, çулсем иртеççĕ,
Вăрăм пултăр ĕмĕр, çул,
Мăнуксем хăвăрт ÿсеççĕ.
Эп кукамай, пилĕк хут,
Мăнуксем ÿссе çитеççĕ,
Шавлă пултăр пысăк çурт,
Савăнăç, телей,- пире кĕтеççĕ…

Ӳссе ҫитрĕмĕр, çемьеллĕ,
Аннешĕн эпир ача,
Пурнăçра пулать çул тĕрлĕ,
Юратать анне мунча…
Тур умне тăрса, кĕл тăвать,
Ачисемшĕн, кашни кун,
Анне пирĕншĕн чи хакли,
Анне панă пире юн…
Пилĕк ача аттепе анне ÿстернĕ,
Вунă мăнук, пит патăр,

Юратать анне, вăл сиснĕ,
Пурăнăç умкая пытăр…

Ачийĕн ачисен ачисем çуралаççĕ,
Халĕ вунсаккăрăн, кĕтетпĕр тăта,
Ӑрӑскалӑ вĕсем пирĕн, пулаççĕ,
Лайах вĕренеççĕ, шкулта…

Ачасене тĕрĕс вĕрентсе пырсан,
Ырă курăн- теççĕ ваттисем,.
Ĕçлеме вăхăтра вĕрентсе пырсан,
Хуна савăнăç çеç пулĕ, калаççĕ çынсем…

Тĕрĕс пурăн, пултăр пуçра,
Турра шанса, вăхăтлă мухтамалла,
Мĕнпур ырăлăх вара пурнăçра,
Хăйех майĕпен, пулса пымалла.

Тăвансемпе пĕрле пулни,
Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни,
Пĕр-пĕрне пулăшса та пыни,
Хамăртанах килет, пĕлни.

Ан вăтанăр, тăвансем, вăхăтлă —
Пĕр-пĕринчен каçару ыйтма,
Пурнăçра пурте пулать, пул чăтлă,
Ан васка, тăванна хурлама…

Вăхăтлă йĕркелеме пулăшмалла,
Ман шухăшпа «тăван» сăмах, йĕрке,
Яланах асăмра çех пулмалла,
Тăван анне, тăван чĕлхе…

Тăван кил, тăван çĕршыв-курмалла,
Тăван ачасем, тăван мăнуксем,
Пурте пĕрле тăванла пурăнмалла,
Тăвансем, юлташсем, тантăшсем…

2018 çул


Написать

Ваш email не будет опубликован.

Меню
Play Cover Track Title
Track Authors